Ача чухне) (исполнитель: Лариса Яковлева)
1. Çуркунне иртсен çулла часах çитет.
Ăçта шăвать-ши вăл, утса-ши вăл иртет.
Яланах асра юлаççĕ самантсем,
Пурте пĕрле пулнисем.
Çумăрлă çанталăк е çил-тăман,
Чупнă урампа эпир çаруран,
Хальхи пек тăрать-çке ман куç умĕнче
Ташлани çут тăрринче.
Хушса юрламалли: Ача чухне савăнса та йăл кулса
Эп чупаттăм урампа выляса-кулкаласа.
Юлташсене тав тăватăп пуç тайса,
Иртнĕ кайнă çулсене манас мар, çухатас маар.
2. Тав мана çуратнă атте-аннене,
Кăмалпа ÿстернĕ хаклă çынсене.
Ăшăтрăр пире мĕнпур вăй-халпала
Çын тăвас шухăшпала.
Час-часах пĕрле пулманшăн каçарсам,
Пурпĕр тухмăр эсир пирĕн асăмран,
Çут ачалăх парнеленĕшĕн тавах ,
Ĕмĕтре вăл яланах.
Хушса юрламалли.