Серпÿ ташши (исполнитель: Ижек ансамбле)
♫ Çĕрпӱ ташши (хĕрсем ташлаççĕ) Эпир апла марччĕ ха, Эпир капла марччĕ ха. Ташă хĕрне тухсассăн та Пултараканччĕ ха. ≈ Пурçăн тутăр çыхар и, Вĕçне усса ярар и. Малтан пăхса тăрар и те Кайран ташша ярар и. ≈ Шыв ăсса кăна тăраттăм Умра тараса пулсан. Ташласа кăна тăраттăм Савни гармонист пулсан. ≈ Анне мана çуратрĕ, Çуратрĕ те юратрĕ. Ĕç ĕçлеме вĕрентиччен Юрра – ташша вĕрентрĕ. ≈ Анне тутăр илсе пачĕ Вĕлтĕртетсе юрлама. Атте пушмак илсе пачĕ Тапăртатса ташлама. ≈ Сĕтел тăваткал пулать, Ури тăваттă пулать. Эпир кунта ташлани те Сире асăмра юлать