пахчара,щуркунне (исполнитель: чаваш таши)
Пахчара çуркунне, каçхине, каçăхса Пилеш çинче юр юрлаççĕ пилеш кайăксем Шăплăха сас çурса, таврана янратса Мана валли тен юрлаççĕ илемлĕ юрăсем Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Виççĕшĕ, виç енне, виççĕш пек, виç енчен Мĕнле аннен чун-чĕрисем кĕтмĕ ачисене Вăртăн юхаççĕ куççÿлпех пит çинчен Çапла кĕтет кашни килте кашни анне Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Пахчара çуркунне каçхине каçăхса Ытла тăсса ан юрлăр-ха пилеш кайăксем Шăплăха сас çурса, таврана янратса Чуна уçса ман кăмăлта илемлĕ юрăсем Хушса юрламалли: Пилеш çинче пилеш кайăксем Ман чуна сиссе юрлаççĕ-ши вĕсем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем Аякран çула тухнă пуль ачамсем Кил енне амăш патне тĕпренчĕксем