Туссем вăййа тухаççĕ (муз. Ю.Петухов сл. Ю.Петухов, А.Юрату) (исполнитель: Алёна Арсентьева)
Хĕвелĕ анчĕ те пытанчĕ, Сар уйăх хĕр пекех вăтанчĕ. Туссем каçхи вăййа тухаççĕ, Савăнса вăйăсем выляççĕ. Туссем каçхи вăййа тухаççĕ, Савăнса вăйăсем выляççĕ. Хушса юрламалли: Ах, Турă! Ах, Турă! Хĕрĕсем... Шурă хурăн пеккисем. Шур акăш пек шăваççĕ, Юханшыв пек юхаççĕ! Ах, Турă! Ах, Турă! Каччисем... Çирĕп юман пеккисем. Тапăртатса ташлаççĕ, Улăпсем пек юрлаççĕ! Кăвайтран хĕлхемсем вĕçеççĕ. Пĕчĕк хĕвел пекех çиçеççĕ! Тантăшсем алран-ал тытаççĕ, Йăлкулса юрăсем юрлаççĕ. Тантăшсем алран-ал тытаççĕ, Йăлкулса юрăсем юрлаççĕ. Хушса юрламалли: Ах, Турă! Ах, Турă! Хĕрĕсем... Шурă хурăн пеккисем. Шур акăш пек шăваççĕ, Юханшыв пек юхаççĕ! Ах, Турă! Ах, Турă! Каччисем... Çирĕп юман пеккисем. Тапăртатса ташлаççĕ, Улăпсем пек юрлаççĕ! Проигрыш ("Кария" ташă) Кария, кумая, и, кария, куммая, Кария, кумая, и, кария, куммая, Кари кумма, икка кумма Тухса кайнă пасара. Кари кумма, икка кумма Тухса кайнă пасара. Кария, кумая, и, кария, кумая, Кария, кумая, и, кария, кумая, Кари кумма, икка кумма, Илсе килчĕ çăпата, Çăпатапа тапăртатса Пит лайăх-çке ташлама! Йĕнерленĕ утсем кĕçенеç, Тихисем ирĕкре эрĕхеç. Ешĕл курăк çинче йĕр юлать, Вăй юрри ĕмĕрех пурăнать. Ешĕл курăк çинче йĕр юлать, Вăй юрри ĕмĕрех пурăнать. Хушса юрламалли: Ах, Турă! Ах, Турă! Хĕрĕсем... Шурă хурăн пеккисем. Шур акăш пек шăваççĕ, Юханшыв пек юхаççĕ! Ах, Турă! Ах, Турă! Каччисем... Çирĕп юман пеккисем. Тапăртатса ташлаççĕ, Улăпсем пек юрлаççĕ! Çулĕсем чарăнми иртеççĕ, Вăй юррисем чуна кĕреççĕ, Ăруран-ăрăва куçаççĕ, Ĕмĕртен-ĕмĕре юлаççĕ. Ăруран-ăрăва куçаççĕ, Ĕмĕртен-ĕмĕре юлаççĕ. Хушса юрламалли: Ах, Турă! Ах, Турă! Хĕрĕсем... Шурă хурăн пеккисем. Шур акăш пек шăваççĕ, Юханшыв пек юхаççĕ! Ах, Турă! Ах, Турă! Каччисем... Çирĕп юман пеккисем. Тапăртатса ташлаççĕ, Улăпсем пек юрлаççĕ!