Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Юрий Айдаша Каçа юлнă яраплан пек, Каçа юлнă яраплан пек Вĕçрĕн-вĕçрĕн те — ăçта Ларса канăн-ши, ăста? Çĕр выртма та хӳтлĕх çук-им, Лăш курма та канлĕх çук-им, — Пĕлĕте эс ункăлан Ларма вырăн çуккăран. Йышăнса пĕтернĕ мар-и, Йышăнса пĕтернĕ мар-и Ирĕкленнĕ вырăна, — Юлнă эс, кĕтмен хăна. Çĕннисем унта хуçа халь. Юттисем унта хуçа халь: Йышăнмаççĕ ассине, Тӳперен анассине. Уçлăхпа тăванлансан та, Ирĕкпе юмартлансан та, Хăтлăх кирлĕ-мĕн чуна, Пĕчĕк çеç яраплана. Каçа юлнă ярапланăм, Каçа юлнă ярапланăм, Çаврăнатăн, çаврăнан — Кампала сыв пуллашан?..