Юрату Турри (исполнитель: Е.Кузнецов, А.Михайлова)
Альбина Юрату сăвви Александр Быковский кĕвви Манас çук нихçан эп сан куçна, Куллуна, чĕрем хумханăвне, Шур юрпа пĕркеннĕ хулана, Иккĕн çеç хаваслăн утнине. хушса юрламалли: Ик чĕре каллех, каллех, каллех пĕрле, Каç илемĕ - юр пĕрчи çути. Эй, тĕнче, тĕнче, тĕнче, юратупа кĕрле! Чун савнин тути - шерпет тути! Эс каланă сăмахсем асрах: «Чăн телей вăл – эсĕ, эс пурри!» Ĕненетĕп, юрату пурах, Маншăн эсĕ - юрату Турри! хушса юрламалли (2 хут): Манас çук нихçан çак кунсене, Пĕр эрне эс пултăн юнашар. Тӳпене вĕçтертĕм чĕрене, Ӑрăмла, çепĕçлĕхпе тулар. хушса юрламалли: Эп сана шырарăм ахаль мар, Куçунта куратăп çут сăна. Чĕрӳне мана эс шанса пар, Эсĕ – пурнăç, эсĕ - ман кăна. хушса юрламалли (2 хут):