Чувашская нар. песня "Однажды весной" - Пĕррехинче (исполнитель: Иван Христофоров)

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине
Пĕр чăпар куккук шăппăн авăтса
Пырса ларчĕ хурăн тăррине

Ан хуçăр-ха хурăн туратне
Куккук ăçта ларса авăтĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ
Ан хуçăр-ха анне кăмăлне
Эпир кайсан кампа йăпанĕ

Виççĕллĕ явнă чĕн йĕвенне.
Мĕншĕн сÿтĕлмелле тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?
çиччĕн çуралса, пĕр килте ÿссе
Мĕншĕн уйрăлмалла тунă-ши?

Пĕррехинче çурхи лăпкă каç
Пуçтарăнсан анне килĕнче
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Ан йĕр-ха, анне, шăл-ха куççульне
Хурлăхлăн ăсатрĕ вăл пире
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Видео к песне:
Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Saxon Fire in the Sky  Saxon 747  Song like me  Saxon Motorcycle Man  Saxon Stand Up and Be Counted  Saxon Freeway Mad  Saxon See the Light Shining  Saxon Suzie Hold On 
О чем песня
Иван Христофоров - Чувашская нар. песня "Однажды весной" - Пĕррехинче?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен