Никама та ан кала (исполнитель: Елена Смородинова)
Йӑрӑс хурӑн, ешӗл хурӑн, симӗс тутӑр, шур кӗпе. Сывлӑм сыпнӑ улӑх урлӑ эпӗ утрӑм савнипе. Эпӗ утрӑм савнипе юрату сукмакӗпе. Хурӑн, сисрӗн пулмалла, никама та ан кала. Никама та, никама та ан кала. Хурӑн, эсӗ, никама та ан кала. Тӑрӑ шывӗ, хумлӑ шыв. Кӗмӗл карлӑклӑ кӗпер. Чун чӗрешӗн каҫ кӗске-мӗн, ир ирлерӗмӗр эпир. Эп каҫрӑм савнипе юрату кӗперӗпе. Шывӑм, илтрӗн пулмалла, никама та ан кала. Никама та, никама та ан кала. Шывӑм, эсӗ, никама та ан кала. Эп калаҫрӑм савнипе юрату сӑмахӗпе. Уйӑх, куртӑн пулмалла, никама та ан кала. Никама та, никама та ан кала. Уйӑх, эсӗ, никама та ан кала.