Çунатлă çамрăклăх (исполнитель: Андрей Думилин)
Эс паян килте ан лар пĕччен. Юлăн акă ташă каçĕнчен. Урамра – хаваслă шăмат кун. Тăтăр вĕресе пирте халь юн. Савăнăçлă кĕвĕ юххипе Эп санпа ташлам-и çĕрĕпе. Ывăнма, пикеçĕм, ан шутла. Пур те киленеççĕ санпала. Хушса юрламалли: Çамрăклăх килет пĕрре кăна. Çамрăклăх – килен-каян хăна. Вăхăт пирĕн шухă чунсене Сăнчăртан ямашкăн ирĕке. Çамрăклăх çунатлă та хитре. Çамрăклăх ялан вун çиччĕре. Кĕçĕр çутă çăлтăр ÿкнĕçем Кĕрĕç пурнăçа çĕн ĕмĕтсем Эс çырла пек ирĕлнĕ чухне, Сĕртĕнетĕп эп чĕрÿ çумне. Эс – çурхи çеçке-ши, пит черчен. Ăмсанмалăх пур мана яшсен. Вĕçтĕр вĕçсĕр юрă инçете, Уйăха ан патăр тĕлĕрме. Хÿхĕм хĕрсемпе сар каччăсен Саланмашкăн кăмăл çук иккен.