Чӑваш ташши 12 (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)
Каларĕç, каларĕç Калама та пăрахрĕç Ман савнине авлантарма Тепĕр çула хăварчĕç Каларăм вĕт эп сана Унпа ан çÿре тесе Ун пек куштан каччăсем Пире пăхмаççĕ тесе Кукăр-макăр çырмара Качака мĕкĕлтетет Хам ташлама пĕлмесен те Купарчам мĕкĕлтетет Ах, Тур мĕнле япала? Капитализм купарча! Хам чĕтренсен чĕтренет те! Хам силленсен силленет! Авăнап, авăнап Пилĕк çинçине кура Тата ытларах савăнап Тăван лайăхне курса Утатăп, чупатăп Çаврăнса та пăхатăп Намăс мар-и савни сана? Киле пĕччен каятăп. Юрататăп, юрататăп Юрататăп тетчĕ вăл Ăсатса яр-ха тесен Хам та хăрап тетчĕ вăл Уртăш-чăрăш йывăçсен Симĕс-симĕс йĕпписем Чăваш Енĕн пикисем Чи илемлисем вĕсем Кÿршĕ ялăн ачисем Вĕçевпеле вĕçнĕ тет Эрех пички тĕлне çитсен Парашютсăр сикнĕ тет Эрех пички вырăнне Çырма тĕпне ÿкнĕ тет Алли-урисене хуçса Кăçтăльсемпе çÿреç тет Пирĕн кÿршĕ ялĕнче Сарпикесем çуккă тет Каçсерен урамсенче Вăтăр хусах çÿрет тет Пĕр хусахĕ тĕттĕм каç Хĕр вăрласшăн пулнă тет Çамрăк пике вырăнне Ватă карчăк лекнĕ тет Ан ĕçтерĕр эрехне! Пуç ыратать ирхине! Ку япала пулнă тет Чăнахах та пулнă тет. Чÿречерен чÿречене Куçаратăп чечеке Юрăпа та, ташăп та Ирттеретĕп ĕмĕре Садра, садра Сад пахчинче Сарăкайăк юрă юрлать Улма йывăç тăрринче Эс кĕлчечек юратан Шуррине мар, хĕрлине Эп савнине юрататăп Ĕçченнине, хитрине Симĕс курăк сухан мар Таптасан та нимте мар Эпир кунта арчис мар Арчисран та кая мар Вăрман тăрри тикĕс мар Тикĕс пулма шăпăр мар Пур çынна та юрамашкăн Çÿлти сарă хĕвел мар Хĕрлĕ чечек ÿстеретпĕр Эпир кантăк умĕнче Иксĕмĕр кăна пĕлетпĕр Пĕр-пĕрне юратнине Çÿлте çăлтăр нумаййипе Пĕлĕт авăнса тăрать Тăванĕсем лайăххипе Чунăм савăнса тăрать Кĕперĕсем шăтăк тет Урамĕсем япăх тет Кунĕн-çĕрĕн ĕçлесен те Ĕç укçине памаç тет