Ши, ши, ши вара? (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)

Ши, ши, ши вара? Ши вара?
Ҫумӑр ҫӑвать-ши вара? Ши вара?
Эпир кунта ташланишӗн, ташланишӗн
Намӑс пулать-ши вара? Ши вара?

Сикӗр, сикӗр шывалла, шывалла! 
Шыв сирпӗнсе тӑмалла, тӑмалла!
Ташлӑр халӗ ташшине, ташшине
Ҫын тӗлӗнсе тӑмалла, тӑмалла!

Саккӑрӑн, саккӑрӑн, саккӑрӑн.
Саккӑрӗш те хамӑрӑн, хамӑрӑн.
Ери тавра пӑхрӑм та, пӑхрӑм та
Купӑсҫи те хамӑрӑн, хамӑрӑн.

Утӑ капан тӑррине, тӑррине
Ҫил вӗҫтере пуҫларӗ, пуҫларӗ
Шӑллӑм ташла пуҫларӗ те, пуҫларӗ те
Тӳнсе кайма пуҫларӗ, пуҫларӗ!

Йӑмра тымарӗ, тымарӗ
Хӑмла тымарӗ, тымарӗ.
Эпир хамӑр тымарӗ, тымарӗ
Чӑваш Енӗн тымарӗ, тымарӗ.

Тӑпӑртӑк, тӑпӑртӑк, тӑпӑртӑк
Тӑпӑртатма килтӗмӗр, килтӗмӗр
Ӗҫме-ҫиме килте те пур, килте те пур
Савӑнмашкӑн килтӗмӗр, килтӗмӗр.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Хочу жену а не блять  Платье реал о  Я Одна Blue Affair  My precious jang geun suk  Ляпис трубеской  Слезы элвин грей  Женя Дэп-на чужих руках  Школа волшебниц 
О чем песня
Чӑваш халӑх юрри - Ши, ши, ши вара??
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен