чӑваш ташши пепкесене валли (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)
Сарри саккăр ташларĕ Хури тăххăр ташларĕ Эп ни сарă, ни хура Пĕр ташласа парам-ха Хĕрлĕ улма çиме лайăх Шурри шуратма лайăх Ют ял хĕрĕ курма лайăх Ялти калаçма лайăх Çÿлте çăлтăр нумаййипе Тÿпе авăнса тăрать Савнă тусăм лайăххипе Чунăм савăнса тăрать Вăрман тăрри тикĕс мар Тикĕс пулма тинĕс мар Пур çынна та юрамашкăн Эпĕ çÿлти Турă мар Анне мана ма вăрçан? Хăв хĕр пулса ÿсмен-и? Атте каччă пулман-ши те, Иксĕр улах пулман-ши? Сикĕр-сикĕр шывалла Шыв сирпĕнсе тăмалла Ташлăр халĕ ташшине те Çын тĕлĕнсе тăмалла Ах, тесе ма калас Чĕрене ма çунтарас Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас? Мана савни юратать Юратать те чуп тăвать Мана киле ăстасассăн Теприн патне чуптарать Ăçта каян кăвакал Симĕс курăк çимесĕр Ăçта каян чун савниçĕм Мана сăмах чĕнмесĕр Ма пăхатăр мачча çине Мачча хура тетĕр-и? Ма пăхатăр пирĕн çине? Пултараймаç тетĕр-и? Ташши ку, ташши ку Салакайăк ташши ку Салакайăк ташши мар та Чăваш Енĕн ташши ку Оппа оппа Оппа каламалла Никама та нимте туман Çавăнпа савăнмалла АК çапла ташлаç ăна Ак çапла юрлаç ăна Пирĕн тăван уявĕнче Ак çапла савăнаç ăна Саккăрăн, саккăрăн Саккăрĕш те хамăрăн Юрласан та, ташласан та Купăсçийĕ хамăрăн Ах, чух кăрчами Пуçа кайрĕ пулмалла Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕр Иртсе кайрĕ пулмалла Эх, чух кăрчамине Пуçа кайма парас мар Вун çич çулхи çамрăк ĕмĕре Иртсе кайма парас мар Тăххăрăн, тăххăрăн Тăххăрĕш те хамăрăн Ери-тавра пăхсассăн та Тăванĕсем хамăрăн. Ши, ши, ши вара Çумăр çăвать-ши вара? Эпир кунта ташланишĕн Намăс пулать-ши вара? Купăста, купăста Эпир ташша пит ăста Юрламасан, ташламасан Пире кунта намăс та Аттене те пăхман эп Аннене те пăхман эп Шупашкарти арчиссен Асламăшне пăхнă эп Ташласшăн та марччĕ эп Юрласшăн та марччĕ эп Çынсем ташланине кăна Пăхса тăрасшăнччĕ эп Ура тăсса лармасан Çут калушне кам курать? Юрламасан, ташламасан Пире кунта кам паллать? Эх, чух, астуман Астумасăр каларăм Астунă та пулнă пулсан Каламан та пулăттăм Пуçри тутăр паттис мар Паттисран та кая мар Эпир кунта арчис мар, Арчисран та кая мар Ула ĕне пăрушĕ Ула пулать-и вара? Ташланăшăн, юрланăшăн Намăс пулать-и вара? Мана савни тиркерĕ Пĕчĕккĕ начар терĕ Хапха юпи пек сарпике Шырама тухса кайрĕ Мана савни тиркерĕ Тирĕк мунчали терĕ Халĕ тупрĕ хăй валли Чăн-чăн урай мунчали Шыратăр-ха, туптăр-ха Ватăличчен чуптăр-ха Ман пек чипер сарпике Шыраса тупайĕ-и-ха? Сакки шура пулсассăн Урай хури нимте мар Хамăр чипер пулсассăн Çын сăмахĕ нимте мар