Чӑваш ташши 8 (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)
Эпир ташша тухатпӑр Хуплӑк сарма ыйтатпӑр Кунта халӑх питӗ нумай Вӑтанма пултаратпӑр Ай-йа-ра-йа-ра-йа-ра-йа Ай-йа-ра-йа-ра-йа-йа Илтӗпӗр-ха сассине Куккук авӑтать лере Ҫӳрӗпӗр-ха каччипе Купӑс калаканнипе Трактӑристне пӑхӑр-ха Трактӑр ӑшне шыв янӑ Купӑсҫине пӑхӑр-ха Ура тӑсса каланӑ Ай Тур, маттур гӑрманист Ытла лайӑх калан эс Ытла лайӑх каланипе Хӑвна юраттаран эс Гӑрманистӑн гармун ҫине Ылтӑн хума юрать-и? Эс каланӑ ҫемӗпе Ташламашкӑн юрать-и? Ташши, ташши, ташши Салакайӑк ташши Салакайӑк ташши мар Чӑваш Енӗн ташши