Ма мунча хутаҫҫӗ-ши? (исполнитель: Чӑваш халӑх юрри)
Ма мунча хутаҫҫӗ-ши? Ма вӗри тӑваҫҫӗ-ши? Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма Ма качча каяҫҫӗ-ши? Эпир мунча хутас ҫук! Эпир вӗри тӑвас ҫук! Ырлӑх ҫинчен хурлӑх курма Эпир качча каяс ҫук! Утсассӑн та, чупсассӑн та Эпир шыва каяс ҫук! Ташласан та, юрласан та Эпир намӑс курас ҫук! Тур ан хуштӑрччӗ мана Трактористпа калаҫма! Алли-ури хуп-хура Чут тӑвасшӑн хӑй мана! Шыв ӑсса кӑна тӑраттӑм Тарасаллӑ пус пулсан Ташласа кӑна тӑраттӑм Савни купӑсҫӑ пулсан! Савни сарри те пулать, Савни хури те пулать. Сарри-хури хушшинче Турӑ ҫырни те пулать! Ӑшӑ-ӑшӑ салампа Эпир кунта килтӗмӗр Юрӑпа та, ташӑпа та Савӑнтарма килтӗмӗр. Купӑсҫӑ, купӑсҫӑ Ытла лайӑх калан эс! Кун пек лайӑх каласан Ялта первый пулан эс! Ай-яй ура ыратать! Ни чупма ҫук, утма ҫук. Ни чупма ҫук, утма ҫук та Ташламасӑр тӑма ҫук Шур кӗтеслӗ мамӑкран(?) Савни кӗрет алӑкран Чупса пырса чуп тӑвӑттӑм Вӑтанатӑп халӑхран Авкаланать, хуҫкаланать Тесе ан калӑр пире Ҫӗн самана, эрехӗ те Авкалантарать пире Кукӑль сӑмси ҫиекен Кукӑль ҫирӗм теет пуль Ҫын савнипе пурӑнакан Савни тупрӑм теет пуль Эп шур тутӑр юратап Вӑл ҫӳпҫишӗн вылянап Ҫурӑлнӑшӑн савӑнап та Телей ҫукшӑн кулянап Пулӑҫ пулла юратать Пулли шыва юратать Тути ӗҫме юратать те Ури ташша юратать Шурӑ чӑлха тӑхӑнсан Калушсӑр та юрӗ-ха! Кам веселый пулсассӑн та Стариксӑр те юрӗ-ха Чӑпар купӑста яшки Камӑн ҫиес килтӗр-ха? Ялан эпир ташланине Камӑн курас килтӗр-ха? Усал пулать шурӑ ласа Тӑрантаспа ҫӳреме Старик пулса-маттур пултӑр Ҫын хушшинче ҫӳреме Ан ырлӑр пире Ан хурлӑр пире Эпир сирӗн ялсем мар Паллаймастӑр пире Пӳрт ҫӳмӗпе шыв юхать Алла ҫума юрамаҫ Харпӑр хӑйне мӑнна хурса Ҫынран кулма юрамаҫ Акӑ ӗнтӗ, пӑх ӗнтӗ Калама та ҫук ӗнтӗ Ура тупань хӗрсе кайрӗ Чарӑнма та ҫук ӗнтӗ Эх шӑм-шакки Вӗлтӗр-вӗлтӗр кӗлетки Вилсен тӑпра пулмалла та Унччен тулӑ вырмалла Хулӑ касса сӑпка турӑм Кин ачине сиктерме Кинӗн ачи пулмасан та Кинне хӑйне сиктерме Ҫитет пулӗ юрласа Ҫитет пуль такмакласа Итлекен йӑлӑхрӗ пулӗ Купӑсҫи ывӑнчӗ пуль