Каялла чĕртеймĕн (исполнитель: Алексей Московский)

Çамрăк  хурăн  çулçипе
Çил  ачийĕ  вылясшăн.
Эс  мана,  чипер  пике,
Вăтанмасăр  суясшăн.

Вăйă-ташă  картине
Тепринпе  ав  утатăн.
Лекнĕçем  ун  ытамне
Эс  пуçна  çухататăн.

Хушса  юрламалли:

     Татнă  сарă  чечекне
     Каялла  чĕртеймĕн.
     Иртнĕ  кунăн  илемне
     Кĕмĕлпе  илеймĕн.

     Тен,  савмашкăн  ман  чĕре
     Çепĕççĕн  пĕлмерĕ.
     Пĕрештермĕ  тек  пире
     Юрату  кĕперĕ.

Чунăмри  сурансене
Эс  нихçан  ăнланаймăн.
Вăхăт  сиплĕ  вĕсене,
Халь  вара  ним  тăваймăн.

Йăлкăшаймĕ  çĕнĕрен
Туйăмсен  çут  кăвайчĕ.
Çав-çавах  ман  сан  çинчен
Тутлă  тĕлĕк  курасчĕ.
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
In The Yay JB  Uzeyir gozelim menim  Татьяна помнишь дни золотые  And Me Beastie Boys  Apparat Where He At  You Know Me Bethel  Ark soginch  Джарахов - БЛОКЕРЫ 
О чем песня
Алексей Московский - Каялла чĕртеймĕн?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен