Каçхи хула (исполнитель: Алексей Московский)
Пит илемлĕ каçхи хула, Канăç çук ман ăна пула. Кантăксен çутисем - пин-пин, Ĕçлĕ халăх сывлать, эппин. Пур кунта ырăпа усал. Пур ултав, шел, чăнни сахал. Мĕн çĕнтерĕ-ши малашне? Çук хурав çак ыйту çине. Хушса юрламалли: Эсĕ вĕрентрĕн мана пурăнма, Тав сана, тĕлĕнтермĕш хула! Вăхăт та çитрĕ пире уйрăлма, Сывă пул, эп тухатăп çула! Илтĕнет кĕвĕ инçетрен. Шăпланмасть шур хула ирччен. Çамрăксем çĕрĕ-çĕрĕпе Вăй виçеççĕ пĕр- пĕринпе. Вĕсене янă ирĕке. Хăçан тăвĕç кăштах йĕрке? Урама кăларма хĕрне Шикленет амăш каçхине.