Илĕртÿллĕ Юр пике (исполнитель: Алексей Московский)
Кĕмĕл юр пĕрчийĕсем Тăкăнаççĕ тÿперен. Халь сана, сар чиперккем, Кăшт та сивĕ мар иккен. Эс утатăн ерипен Пирĕн Çĕнĕ каспалан. Туйăнатăн Юр пикен Хĕл ытамĕнче паян. Хушса юрламалли: Илĕртÿллĕ Юр пике, сана Çупăрласчĕ кăмăлтан. Эс черченкĕ те хитре сăнна Илнĕ пуль çут уйăхран. Эс çурхи кунсем çывхарнă май Ирĕлсе кăна ан кай! Çук хĕвелĕн шевлисем, Чĕпĕтет питрен раштав. Çулпала ут юртнăçем Сас парать-çке шăнкăрав. Тинкеретĕн эс каллех Ман енне куç хÿрипе. Хĕрелетĕп нар пекех Эп санран вăтаннипе.