Пирĕн юрă (исполнитель: Алексей, Регина Московские,)
Енчен те сан кил-çуртна ăнсăртран Нуша та хурлăх иленчĕç пулсан, Чĕнсе илмешкĕн пире эс ан ман. Шанăçна ан çухат, эс пĕччен мар паян. Е сив хĕлле-и е ăшă çулла, Пĕрне-пĕри пирĕн пулăшмалла. Юлташ çеç курĕ вĕри куççульна. Вăл ăнланĕ сăмахсăр сана. Хушса юрламалли: Çак юрăпа кĕтсе ил эсĕ Хĕвел тухсан кашни куна. Вара телей пĕр систермесĕр Яр уçатех сан алăкна. Тулта уяр-и е юрлă тăман, Çакна кăна эс асра тыт ялан: Пĕр чăмăра пухăнсассăн анчах Çулăмпа та шывран та эпир вăйлăрах. Эс хăварса çывăх тусусене Пуçтарăнсассăн инçе çул çине Кичем чух пирĕн юрра шăрантар. Саншăн вăл – тĕттĕмри çут хунар.