Çĕр çырли пиçнĕ чух (исполнитель: Чăваш халăх юрри)
Ҫӗр ҫӗр ҫырли пиҫнӗ чух Ҫӗр ҫӗр ҫырли пиҫнӗ чух Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм Ҫӗртен-шывран уйрӑлтӑм Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух Хурӑн ҫырли пиҫнӗ чух Хурӑнташран уйрӑлтӑм Хурӑнташран уйрӑлтӑм Куккук килет сассипе Куккук килет сассипе Сан сассуна илтес ҫук Сан сассуна илтес ҫук Чекеҫ килет чӗлхипе Чекеҫ килет чӗлхипе Сан чӗлхӳне илтес ҫук Сан чӗлхӳне илтес ҫук Хула пекех кил-ҫуртна Хула пекех кил-ҫуртна Ма пӑрахса эс кайрӑн Ма пӑрахса эс кайрӑн Ыр улпут пек мӑшӑрна Ыр улпут пек мӑшӑрна Ма пӑрахса эс кайрӑн Ма пӑрахса эс кайрӑн Сар ҫеҫке пек ачусене Сар ҫеҫке пек ачусене Ма пӑрахса эс кайрӑн Ма пӑрахса эс кайрӑн Нихӑҫан та нихӑҫан та Нихӑҫан та нихӑҫан та Ҫирӗп ҫеҫке ҫурас ҫук Ҫирӗп ҫеҫке ҫурас ҫук Нихӑҫан та нихҫан та Нихӑҫан та нихҫан та Эпир сана курас ҫук