Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Мĕскер парнелем-ши тăванăм сана? Мĕн илсе парам-ши çуралнă куна? Туянас тесе шырарӑм хаклă япала, Тăванран хакли курмарӑм сутмаҫ пулмалла. Туянаттăм сан валли хаклине кӑна, Маншăн вара чи хакли тӑван эс кӑна. Мĕскер парнелем-ши юлташăм сана? Мĕн илсе парам-ши çуралнă куна? Туянас тесе шырарӑм чаплӑ япала Юлташран чапли курмарӑм сутмаҫ пулмалла. Туянаттăм сан валли чаплине кӑна Маншăн вара чи чапли юлташ эс кӑна. Мĕскер парнелем-ши савниҫĕм сана? Мĕн илсе парам-ши ҫуралнă куна? Туянас тесе шырарӑм хитре япала Савнирен хитри курмарӑм сутмаҫ пулмалла. Туянаттăм сан валли хитрине кӑна, Маншăн вара чи хитри савни эс кӑна. Хакли, чапли, хитри куртӑм туянăп тата, Тӑван, юлташ, савни пулсан мĕн кирлĕ тата? Хакли, чапли, хитри ҫукшăн эсĕ ан кулян. Тăван, юлташ, савни пулсан эс вара пуян.