Шыв Юрри (Айтар/Андрей Петтоки) (исполнитель: Тарай)
Шыв юрри Андрей Петтоки 1925 Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Ешĕл симĕс улăхра; Эпĕр курăкпа вылятпăр, Таш ташлатпăр çырмара. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Хăйăр-чулпа выляса, Е авăрта тăратпăр Йĕри-тавра çаврăнса. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Йĕри-тавра пул вылять, Эпĕр вĕсене хăвалатпăр, Анчах пулли те тарать. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Кăвак пĕлĕт пирĕн çыра... Ун çинелле пăхатпăр, Вăл та пăхать пирĕн çия. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Сар хĕр анать пирĕн пата. Эпĕр унпа вылятпăр, Ăна çуса-тасатса. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Çырма тăрăх малалла; Кунĕн-çĕрĕн юхатпăр Хамăр ирĕксĕр таçталла... Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Тен, тинĕсе çитĕпĕр, Кăвак питне курăпăр, Ун ăшĕнче çĕтĕпĕр. Шăнкăр-шăнкăр юхатпăр... Сыв пул, тăван вырăнсем, Кайран сире курмастпăр – Курĕç сире ыттисем.