Пĕлĕт пĕлĕт (исполнитель: Чăваш халăх юрри)
Пĕлĕт пĕлĕт кăвак пĕлĕт Сан куçу пекех таса Тусăм ман пĕртен-пĕр ĕмĕт Яланах килет аса Вăййа тухрăм Эп курмарăм Чун юратнă савнине Киле кайнă чух çеç куртăм Урăххипе ларнине Ăна ăшшăн ыталанă Пуçне хунă ун çине Сивĕ куçпа пăхса юлчĕç Эпĕ иртсе кайнине Сад пахчине кĕрсе лартăм Иккĕн ларнă сак çине Куççуль витĕр аса илтĕм Савни тупа тунине Хăмăш хăмăш ешĕл хăмăш Ун пекки татах ÿсет Ан йĕр атте, ан йĕр анне Мн пекки татах ÿсет Атте эпĕ çуралсассăн Хĕр çуралтăр терĕн-ши Инçе çула тухса кайса Нуша куртăр терĕн-ши? Анне мана çуратсассăн Ма вăрмана кайман-ши Хăрăк хурăн тураттинчен Ма çакса хăварман-ши