Çăмăлттай (сл.-А.Юрату, муз.-А.Быковский) (исполнитель: Евгений Кузнецов ♫)

Альбина Юрату сăвви
Александр Быковский кĕвви

Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем,
Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем.
Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем,
Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем.

Эй, хĕрсем, ăçта эсир ăш сăмах калакансем, 
Ĕçпе пиçсе ӳснисем, тĕрĕ тĕрлекеннисем.
Эй, хĕрсем, ăçта эсир сывлăха упракансем, 
Йăла тытаканнисем, вăййа тухаканнисем. 

хушса юрламалли:

Эх, авланас килет,
Çемье çавăрас килет.
Арăм пултăр арăм пек,
Мана савтăр ĕмĕрех.
Эх, авланас килет,
Çемье çавăрас килет.
Ача чуптăр пӳрт тулли,
Ӑшăттăр чуна кулли!

Эй, хĕрсем, ăçта эсир çынна ăнланакансем,
Тус камне туякансем, туслăха хаклакансем.
Эй, хĕрсем, ăçта эсир кăмăла çĕклекенсем,
Хăна кĕтме пĕлнисем, сĕтел хатĕрлекенсем.

Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем,
Чĕрепе савакансем, чыслăха сыхлакансем.
Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем,
Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем.

хушса юрламалли (2 хут):

 Эй, хĕрсем, ăçта эсир юратма пĕлекенсем,
 Чĕрепе савакансем: чыслăха сыхлакансем.
 Эй, хĕрсем, ăçта эсир качча каяс текенсем,
 Арăм пулас шутлисем, мăшăра шанакансем.

Эй, хĕрсем, ăçта эсир чăвашсен чăн пикисем,
Чăвашла юрлакансем, чăвашла ташлакансем.
Эй, хĕрсем, ăçта эсир чаплисем, сăпайлисем,
Ӑслисем, чиперрисем, сар чечек пек хитрисем.

хушса юрламалли (2 хут):
Послушать/Cкачать эту песню
Mp3 320kbps на стороннем сайте

Открытка с текстом :
Удобно отправить или распечатать
Создать открытку
У нас недавно искали песни:
Thrice The Sky Is Falling  Thrice A Song For Milly Michaelson  Thrice Daedalus  Thrice Silver Wings  Thrice Moving Mountains  Thrice The Lion And The Wolf  Thrice Child Of Dust  Thrice Identity Crisis 
О чем песня
Евгений Кузнецов ♫ - Çăмăлттай (сл.-А.Юрату, муз.-А.Быковский)?
2020 © Tekstovoi.Ru Тексты песен