Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Тӳпе те ҫӗр, хӗвел те уйӑх, Сӑвап та пил, халал та кӗлӗ... Ҫут тӗнче, ҫич тинӗс, ҫитмӗл ҫич чӗлхе, пин-пин чӗре... Илтсемччӗ, Турӑҫӑм, парсамччӗ ӑс та вӑй-хӑват. Вӑрманлӑ тарӑн ҫырманӑн тӗпӗнче Ӑраскалӑм выртать-и ҫухалса Вӑрманӗ те тӗм чӑтлӑхӗ хура Мӗнле тупам-ши хам Ӑраскала... Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши? Шырамалла-ши сӗм хура вӑрманта? Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра? Пӑтранчăк шывлӑ хум-хумлӑ тинӗсре Ӑраскалӑм ишет-и сивӗнсе? Ӑш шывӗ тарӑн хумӗсем тӑрӑ Мӗнле тытам-ши хам ӑраскала? Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши? Шырамалла-ши аякри тинӗсре? Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра? Телейӗм терӗм, тинех халь тупрӑм терӗм Пӗлеймерӗ ку хурлӑх пулнине Кайран тин пӗлтӗм пурнӑҫӑм ялан Ҫӳрен тӗр юнашар хурлӑхпалан.. Турӑ пӳрнӗ телейӗмӗ ӑҫта-ши Шырамалла-ши пурӑнан пурнӑҫра Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра Турри пӳрмен хӑрушӑ килсен шӑпамра Ӑҫта тарам-ши ҫакӑ пурнӑҫра