Сар хĕвел анать (исполнитель: Фарида)
Сар хĕвел анать… Сар хĕвел анать çÿллĕ тÿперен. Каç та пулчĕ-ши, эп каллех пĕччен. Уçăп кантăка кĕçĕр яриех, ) Эсĕ ман пата таврăнăн кĕçех. )2 хут Пахчари сирень шурă çеçкере, Хумхатать ăна çил вĕре-вĕре. Шав килет аса иртнĕ çуркунне, ) Эп манман савса эc чуп тунине. ) 2 хут Шăппăн çеç шаккать пÿлĕмре сехет. Тĕл пулас самант çывхарса килет. Тен, эп сан умра айăплă – каçар… ) Ан кĕттер мана, чун-чĕрем чул мар. ) 2 хут Хĕмленет çурта тумлатса куççуль, Вăл та ман пекех тунсăхланă пуль. Кирлĕ мар мана нимĕн те санран, ) Юратма кăна эс шантар паян. ) 2 хут