Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
♫ Йěпреç ташши ◄▲►▼Гармонистăн гармонь пур Ун аллинче çěрě пур. Гармонистпа ан калаçăр, Унăн хăйěн хěрě пур. Шапа мар, пулă мар Шывра ишеес çук. Сарă мар, вăрăм мар, Çынна юраяс çук. Кала-кала гармонист, Ахаль тумăп эп сана. Качча тухсан, ача тусан Кумма тăвăп эп сана. Хопа-хопа, Хопа каламалла. Никама та ним те туман, Çампа каламалла. ◄▲►▼Гармонистăн пÿрнисем Вылянарах тăраççě. Çавăнпа та гармониста Юратарах параççě. Ах, тесе ма калас, Чěрене ма çунтарас. Хам савнине çынна парса Çынна ма савăнтарас. ◄▲►▼Апла та терěç мана, Капла та терěç мана Çын сăмахě ним те мар та Савни юратать мана. Пěрре, иккě, виççě, тăваттă… Урăх шутламаспăр. Тавтапуçах гармониста, Урăх ташламаспăр. ◄▲►▼