12 Виръял ташши (исполнитель: фольклорный ансамбль "Шуçăм")
♫ Такмаксем. Вирял ташши. Сакки сарă сарлака. Пире ларма юрать-и? Сирн пек ырă çын умěнче Пирн ташлама юрать-и? Гармонист, купăс çине Лента хума юрать-и? Эс каланă кěвěпе Пирн ташлама юрать-и? Эпир ташша тухсассăн Сар кайăк та вăтанать. Турат çинчен вěçсе анса Çулçă айне пытанать. Кěтěм кайрăм пахчине Йывăçшăн мар, улмишěн. Килтěм-кěтěм çак киле Ăшшишěн мар, кăмăлшăн. Иртсе иртсе пыраççě Чухăн çынăн кунěсем. Калла çаврăнса килмеççě Вун çич çулхи ěмрисем.