Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
♫ Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать
Хĕр: Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать
Хур-кайăкě чÿхенеть
Çав вăхăтрах çамрăк ěмěр
Çеçке пулса тăкăнать.
Ар: Шăпăр-шăпăр çумăр çутăр
Хур-кайăкě чÿхентěр.
Çав вăхăтрах çамрăк ěмěр
Юр юрласа савăнтăр.
Хĕр: Шур перчетке эпě çыхрăм
Çамрăк чухне тăхăнма.
Сирěнпеле таш-ташлама
Ěмěр пěрле пурăнма.
Ар: Эй, тăвансем, сирěнпеле
Савăнăçлă кăмăлсем.
Савăнăçлă кăмăлпала
Ирттěр пирěн ěмěрсем.
Пĕрле: Шăпăр-шăпăр çумăр çăвать
Хур-кайăкě чÿхенеть
Çав вăхăтрах çамрăк ěмěр
Çеçке пулса тăкăнать.