Отсутствует (исполнитель: Неизвестен)
Валерий Раштав сăвви Александр Быковский кĕвви Хĕр: Эс вылянчăк çурхи çил пекех. Тупнă теççĕ эс çĕнĕ пике. Кур-ха эс, тусăм, сан вырăнна Çупăрлать ăшă çумăр мана. Каччă: Айăпла эс мана, айăпла. Тен, Турри çырнă пулĕ çапла. Çиçĕм çиçрĕ уяр тÿпере, Килĕштертĕм эп урăх хĕре Припев: Çук, хушаймăн манма чĕрене Ĕнерхи сар хĕвеллĕ куна. Куççуль мар тăкăнать çĕр çине, Ку вăл çумăр тумламĕ кăна. Сукмаксем пирĕн икĕ енне Уйрăлаççĕ пулсан та, çавах Ыр сунасчĕ ялан пĕр-пĕрне. Шел, вĕçленчĕ илемлĕ юмах. Хĕр: Ан кала пĕр сăмах та мана, Ан сипле тăварпа сурана. Ирĕк çеç пар пăхмашкăн паян Юлашки хут хура куçунтан. Каччă: Ан кÿрен эс мана, ытлашши. Чунăмра – вут-хĕлхемĕн ташши. Йăнăш утăм тумастăп-и халь? Тепринпе, тен, çÿретĕп ахаль?